Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын пӗлӗшне асӑрханмасӑр вӗлернӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавӗ — кӗвӗҫӳ.
Арҫын асӑннӑ хулари общежитисенчен пӗринче тусӗ патӗнче пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пӗлӗшне вӑл хӑйӗн хӗрӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Арҫынна хайхи питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапса янӑ, унтан аллипе ҫипуҫӗнчен ярса илнӗ те тӗксе янӑ. Кил хуҫи пуҫӗпе урайне ҫапӑннӑ. Пуҫ мимине чӗтретнӗскер кӑштахран вилсе кайнӑ.
Кӗвӗҫ арҫын тепӗр усал ӗҫ те тунӑ. Унччен маларах вӑл хӑйӗн хӗрӗн тусӗн сумкинчен карас телефонне вӑрланӑ.
Арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта качакана ҫӑлнӑ. Вӑл канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ те тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав 17 сехет те 17 минутра ҫитнӗ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамне часах ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем альпхатӗрпе усӑ курса качакана канализаци ҫӑлӗнчен туртса кӑларнӑ. "Хӑраса ӳкнӗ, анчах ҫӑлран тухнипе савӑннӑ качака тав тума манчӗ. Часрах хӑйӗн ялне, киле, чупса кайрӗ", - шӳтленӗ ҫӑлавҫӑсем.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача ҫуратмалли ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Хӗрарӑм виллине паян 10 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. Хӑй 50 ҫулти пек курӑнать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм 5-мӗш хутран ӳкнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑма ача ҫуратмалли ҫурта экстреннӑй шӑнкӑрав пулнӑ хыҫҫӑн илсе ҫитернӗ. Вӑл ҫӗре ӳксенех вилнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересшӗн пулнӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ку пурнӑҫа кӗмен.
Хальхи вӑхӑтра тӳре-шара, иккӗмӗш референдума ирттересси пирки шутламаҫҫӗ пулин те, икӗ хулана пӗрлештересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Олег Кортунов «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, икӗ хула Шупашкар агломерацийӗпе килӗшӳллӗн аталанӗ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва татса парасси халӑхран килнине каланӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗр кӗпер ҫинчен ӳкнӗ те... Тавах Турра, чӗрӗ юлнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах паян 10 сехет те 55 минутра пулнӑ. Хӗр ҫыран хӗрринчи алӑк хапрӑкӗ патӗнчи кӗпертен ӳкнӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем часах ҫитнӗ. Хӗре пульницӑна илсе кайнӑ. Шурӑ халатлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Экомаршрутка» каллех ҫула тухӗ. Хула тӑрӑх вӑл ӗнер те ҫӳренӗ, паян вӑл каллех хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ.
Ку проекта Президент гранчӗсен фончӗн укҫипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӗҫе ирттерекеннисем – «Чистая ЭкоСреда» общество организацийӗн хастарӗсем.
Тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен машини Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен темиҫе вырӑна ҫитсе чарӑнӗ – халӑхран хут, кантӑк, пластик, ҫипуҫ, батарейка, пластмасса хупӑлча, шӑл тасатмалли щётка, лампочка, дозаторсемпе распылительсем, фломастерсемпе маркерсем тата ыттине йышӑнӗҫ.
Республикӑра шкул ачисем валли «Янра, чӑваш чӗлхи» онлайн-проект старт илнӗ. Ӑна ЧР Вӗренӳ институчӗ йӗркелет.
Ятарлӑ уроксене Rutube-каналта курма пулать. Занятисене тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул вӗрентекенӗ Оксана Ильина чӑваш чӗлхипе кӗҫӗн классене паллаштарать. Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗрентекен Александр Степанов (сӑмах май, вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ӑсталӑх класӗнче гран-при илнӗ) вӑтам классем валли урок хатӗрленӗ.
Хальлӗхе икӗ занятие ҫеҫ пӑхма пулать. Ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ уроксем те пулӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра пӗр хӗрарӑм укҫа тупнӑ. Пурӗ 4 купюра. Вӗсем – 5 пинлӗскерсем.
Укҫана 31 ҫулти хӗрарӑм асӑрханӑ. Купюрӑсем япӑхнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем чӑн укҫан туйӑнманран хӗрарӑм укҫана кӑтартма банка кайнӑ. Чӑн та, суя укҫа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма суя укҫапа лавккара татӑлма хӑтланманшӑн ырлаҫҫӗ. Хӑйсем вара ҫав купюрӑсем пляжа епле пырса лекнине палӑртассипе ҫине тӑрассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери культура форумне хутшӑнакан пултаруллӑ ачасен списокне хатӗрленӗ.
Форум Мускаври ВДНХра ҫурла уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче иртӗ. Унта талантлӑ ачасемпе педагогсем тухса кайӗҫ.
Раҫҫейӗн кашни регионӗ хутшӑнакан форума пирӗн тӑрӑхран 12-17 ҫулсенчи 7 ача кайса курӗҫ. Республика делегацийӗн йышне Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнчи, Шупашкарти 1-мӗш ӳнер шкулӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи, Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи, Шупашкарти 2-мӗш гимназири, Культура колледжӗнчи вӗренекенсем кӗнӗ. Вӗсем музыка, хореографи, театр, ӳнер искусстви енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем пӗр каҫхине велосипедлӑ ҫынна асӑрханӑ. Пакунлисенчен пӗри ҫав этем унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ этем пулнине уйӑрса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре пулнӑ.
Арҫынна полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне илсе кайнӑ. Сӗм ҫӗрле велосипедпа ярӑнаканӑн ҫумӗнче тимӗр касмалли хатӗр, пассатиж тата хуҫалӑх перчетки пулнӑ.
34 ҫулти арҫын хулари Винокуров урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринчи картлашка лапамӗ ҫине лартса хӑварнӑ, 8 пин тенкӗ тӑракан велосипеда вӑрласа тухнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |